Европӑра тата Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Чӑваш Енри тӳре-шара маларах сисчӗвленнӗ, инфекцие сарӑлма парас мар тесе мерӑсене вӑйлатасшӑн.
Ют ҫӗршывран килекенсем анализ параҫҫӗ-ха, анчах ют регионсенчен килекенсемпе мӗнле пулмалла? Мускавран тата Мускав облаҫӗнчен вахта мелӗпе ӗҫлесе килекенсене вӑйлӑрах тӗрӗслесшӗн. Ку ӗҫе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, ял старостисене явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, шӑпах ҫак муницbпалитсенче чирлекен нумай, общество вырӑнӗсенче тата транспортра профилактика мерисене вӑйлатасшӑн. Шкула тата ача пахчине ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫу ирттересшӗн: чирлӗ шӑпӑрлансене ҫавӑтса ан килччӗр. Педагогсен вара медицина маски тӑхӑнмалла.
Кӑшалвирус инфекцийӗ сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб паян каллех ларӑва пуҫтарӑннӑ. Эрнесерен пухакан ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски районӗсенче нумайрах. Ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чирпе ватӑ ҫынсем ытларах нушаланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑри 5 шкулта тата 1 ача пахчинче ку вируспа чирлисем пуррине шута илнӗ. Шупашкарта «Малютка» ача ҫуртӗнче те ҫав вирус ернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑх пирки аса илтернӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗрле ача килтен тухса кайнӑ. Вӑл урам тӑрӑх пӗчченех утнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен ҫын асӑрханӑ та полици чӗннӗ.
Ача урампа утнине ҫур ҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. 7-ри ача лавккана тухнӑ ашшӗ-амӑшне шырама тухнӑ-мӗн.
Ҫав вӑхӑтра ачана ашшӗ-амӑшӗ те шыранӑ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем килтен ҫур сехетлӗхе тухнӑ. Каялла таврӑннӑ – ача ҫук.
Ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттармашкӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ку ҫемье полици куҫӗ тӗлне пулман.
Чӑваш Енре респираторлӑ чирсемпе чирлекенсен шучӗ иртнӗ эрнере каллех йышланнӑ. Халӗ вӗсен шучӗ 6 пинрен иртнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче 6 385 ҫынӑнне «респираторлӑ чир» диагноз лартнӑ, ку вӑл унчченхи эрнеринчен 1 081 тӗслӗх, е 20,4 процент, нумайрах. Цифрӑсене Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Чирлекенсем Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ. Унта 4 308 ҫынна ҫак амак ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (305 ҫын чирлет), виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗ (268).
Ҫав вӑхӑтрах специалистсем ку цифрӑсенсен шикленме сӗнмеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫулсерен ҫавӑн пек тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче респираторлӑ чирпе 6 094 ҫын чирленӗ. Унтан чирлисен йышӗ чакма пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗре авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Агаркова Дарья килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ каҫхинех сӳнсе ларнӑ.
Амӑшӗ акӑ мӗн пӗлтернӗ: Вӑл канмалли кунсенче Канаша тусӗ патне каясси пирки каларӗ. Кам патне – пӗлместӗп». Амӑшӗ вӑл килессе 10 кун кӗтнӗ. Ӗнер вара полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Дарья ӑҫтине тусӗсем те пӗлмеҫҫӗ. Унччен Дарья кун пек ҫухалса курман.
Хӗр 170-172 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ. Хӑйӗнпе пӗрле документсем пулмалла. Вӑл хура шӑлавар, пушмак, кӗске кӑвак куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем видеокамера объективне лекнӗ хӗрлӗ курткӑллӑ арҫынна телефон вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 10 сехет те 30 минут хушшинче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра «ГАЗель» автомашина Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ларнӑ. Унпа илсе килнӗ тавара водительпе унӑн ӗҫтешӗ пушатнӑ. Карас телефонӗ кабинӑра выртнӑ. Машинӑна пушатса пӗтерсен телефон хуҫи ҫыхӑну хатӗрӗ ҫуккине асӑрханӑ. Япала ҫухални ҫинчен вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Пакунлисем видеокамера объективӗ ҫине лекнӗ арҫынна шанмаҫҫӗ. Вӑл хӗрлӗ курткӑпа пулнӑ. Ӑна палласа илнисене 73-80-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Татьяна Борисова тата Сергей Угарин авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Уяв ЧР Элтеперне суйламалли кунпа пӗр килнӗрен вӗсем сасӑлава кайма та манман.
Татьянӑпа Сергей Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГСра ҫырӑннӑ. Кун хыҫҫӑнах ҫамрӑк мӑшӑр суйлав участокне ҫул тытнӑ.
Паллах, Татьяна суйлава шурӑ кӗпепе ҫитнӗ, Сергей – костюмпа. Ҫамрӑксем суйлава хутшӑнасси вӗсен тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Республикӑн психиатри пульницин коллективне ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ. Тилхепене Владимир Дубова шаннӑ. Вӑл маларах сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ.
Владимир Дубов 1999 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан асӑннӑ аслӑ шкулӑн ординатуринче ӑс пухнӑ. РФ Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче сывлӑх сыхлас ӗҫри менеджмент енӗпе вӗреннӗ. 2017 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче экономика магистрӗн степеньне илнӗ.
2008-2014 ҫулсенче Владимир Дубов Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ, 2014-2017 ҫулсенче Шупашкар районӗн тӗп врачӗнче, кайран Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӗп врачра ӗҫленӗ. Кайран республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, 2018 ҫулти утӑ уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта икӗ ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсем ҫемйипе Турцире каннӑ, унтан килсен анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илмен – ҫаплипех шкула ҫӳренӗ. Юлашки хутчен вӗсем унта авӑнӑн 3-мӗшӗнче пулнӑ.
Анализ кӑтартӑвӗ халӗ паллӑ ав – ачасен кӑшӑлвирус пур. Вӗсем класри тантӑшӗсемпе хутшӑннӑ. 19-мӗш шкулти 3-мӗш «Б» класа (унта 27 ача вӗренет) тата 9-мӗш «Б» класа (унта 20 ача ӑс пухать) хупма тивнӗ. Ачасене изоляци тунӑ, вӗсем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Шкулта вара дезинфекци тунӑ.
Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Сосновкӑри 10 ҫулти ача чирленине палӑртнӑ. Вӑл инфекциленнӗ тӑванӗсемпе хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Якунина Раҫҫей президенчӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Хушӑва ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Ҫак премие вӗрентӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ педагогсене параҫҫӗ. Татьяна Якунина та Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсен йышне кӗнӗ.
Татьяна Якунина И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран лайӑх вӗренсе тухнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта 2001 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн пысӑк квалификаци категорийӗ пур, шкулта 18 ҫул педагогра ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |